Акан 26-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта «Чӑваш чӗлхи — тӑван чӗлхе, ялан эс пирӗн чӗрере!» темӑпа районти чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенсен ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртрӗ. Унта ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн ӗҫченӗсем те хастар хутшӑнчӗҫ. Чи малтан 4 курс студентки Инна Данилова 6 класра уҫӑ урок пачӗ. Унтан Г.А. Ермакова профессор, О.И. Печников, И.Ю. Кириллова, А.С. Егорова доцентсем, Э.И. Родионова аслӑ преподаватель методика ыйтӑвӗсемпе доклад турӗҫ. Докладсене сӳтсе явнӑ май учительсемпе преподавательсем тӗрлӗ ыйту ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ, чӑваш чӗлхи пуласлӑхӗ вӗрентекенсенчен те килнине палӑртрӗҫ.
Тӗлпулун иккӗмӗш пайӗнче Чӑваш Сурӑм шкулӗн вӗренекенӗсем тата районти чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем сӑвӑ илемлӗ вуласа тупӑшрӗҫ. Сумлӑ жюри членӗ, культурологи кафедрин доценчӗ И.
Салам чӑвашсем! Ҫывӑхрисем, инҫетрисем! Шкул ачисем, студентсем, ҫитӗннисем!
Паянхи хӑварт улшӑнса пыракан пурнӑҫра чи кирлисенчен пӗри вӑл — хальхи хыпарсемпе вӑхӑтра паллашса тӑрасси. Ӑҫта мӗн иртет, ӑҫта мӗн пулнӑ. Ҫакна тӗпе хурса Чӑваш халӑх сайчӗ, портала хыпарсемпе вӑхӑтра та туллин тултарас енӗпе, ҫӗнӗ проект пуҫлать — «Хыпарла!». Укҫине те тӳлетпӗр!
Хутшӑнас тесен мӗн тумалла-ха? Чи малтан — сайтра регистрациленмелле. Ку эсир ҫырнӑ хыпарсене идентификацилеме май парӗ. Ун хыҫҫӑн вара, тӗп страницӑри «Хуш» каҫӑпа усӑ курса, хыпар ҫырса тултармалла.
Мӗнле хыпар ярса пама юрать? Чи малтанах — сирӗн тӑрӑхра пулса иртекеннисем пире кӑсӑклӑ. Сирӗн ялта Акатуй иртнӗ-и унта, е асфальт ҫул сарса пӗтернӗ — пурте пӗлтерӗшлӗ. Иккӗмӗшӗнчен — республикӑра е тӗнчере пулса иртекен кӑсӑклӑ хыпарсем. Вӗсене эсир республикӑри сайтсенчен е ытти информаци порталӗсенчен илсе чӑвашла куҫарайратӑр. Виҫҫӗмӗшӗнчен — мӗнле те пулин концерт, спектакль, е мероприяти пуласси пирки пӗлтерни.
Хакӗсем пирки кӗскен.
Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче «Салют» культура керменӗн пӗчӗк залӗнче «Тӑван чӗлхене вӗрентме, ачасене воспитани пама этнопедагогика майӗсемпе усӑ курасси» темӑпа ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртрӗ. Пуҫтарӑннисем умӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Иванов Владимир Николаевич, унӑн ҫумӗ Петрова Светлана Владимировна, Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ Краснов Михаил Николаевич, Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗ Архипов Геннадий Николаевич, педагогика тата Чӑваш патшалӑх университечӗн, вӗренӳ институчӗн ӗҫченӗсем, чӑваш вӗрентекенӗсем тухса калаҫрӗҫ.
Сӑмах ытларах чӑваш чӗлхине упраса хӑварас, унӑн обществӑри тӳпине ӳстерес, ӑна шкулсенче вӗрентес ӗҫсем тавра пычӗ. Хӗрӳ калаҫура нумай ҫивӗч ыйтӑва хускатрӗҫ. Вӗсене татса памалли майсене йышпа шырарӗҫ, малашнехи ӗҫсене палӑртма тӑрӑшрӗҫ.
Акӑ, акан 25-мӗшӗ те ҫитрӗ. Паян кашни чӑваш тӑван чӗлхе кунне уявлать. Ӑна халалласа республикӑра тата ун тулашӗнче тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ: ҫавра сӗтелсем, митингсем, семинарсем. И.Я. Яковлев ҫуралнӑ ялӗ те, Кӑнна Кушки, ҫак кунсенче хӑйӗн патӗнче чылай хӑна йышӑнать.
Чӑваш халӑх сайчӗ пурне те ҫак уяв ячӗпе саламлать!
Паянхи вӑхӑтра та хӑйӗн актуаллӑхне ҫухатман чӗлхе малалла аталанӗ, ун сассийӗ ҫак Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчен нихӑҫан та ҫӗтмӗ, нихӑҫан та ҫухалмӗ. Вӑл пирӗн пурнӑҫри кашни хутлӑха кӗрсе вырнаҫӗ, тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗ! Пирӗн чӗлхе вӑл халӑх мӑнаҫлӑхне кӑтартакан паллӑсенчен пӗри! Вӑл яланах чӑвашпа пӗрле пулӗ, халӑха телей парса тӑрӗ! Йӑнӑшман Петӗр Хусанкай — чӑн та «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!»
Чӑваш чӗлхи кашни кун янратӑр — килте те урамра та, хулара та ялта та! Ҫапла пултӑр!
Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри «Чӑваш чӗлхинчи сӑмах пулӑвӗпе форма пулӑвӗ: теори тата шкул практики» темӑпа ӑслӑлӑх конференцине йыхравлать. Конференцие 2011 ҫулхи акан 14-мӗшӗнче 13:00 сехетре ирттерме палӑртнӑ.
Конференци тӗллевӗ — чӑваш чӗлхинчи сӑмах пулӑвӗпе форма пулӑвне теори енчен ӑнлантарасси.
Задачӑсем:
1) сӑмах пулӑвӗпе форма пулӑвне пӗр-пӗринчен уйӑрмалли критерисене уҫса парасси;
2) сӑмах пулӑвӗпе форма пулӑвне аслӑ тата вӑтам шкулсен вӗренӳ кӗнекисенче ӑнлантармалли меслетсене палӑртасси.
Конференцие ӑсчах чӗлхеҫӗсене, чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсене йыхравлаҫҫӗ.
Тухса калаҫма палӑртнӑ темӑсене вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхи кафедрине 2011 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗччен ҫитермелле.
Доклад тезисӗсене «Халӑх шкулӗ» журналта пичетлесе кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. 1,5 хушӑллӑ Times New Roman Chuv шрифтпа пичетленӗ материал 3 страницӑран ытла пулмалла мар.
Институт адресӗ: 428001, Шупашкар х., М.Горький пр., 5 ҫ.
Телефон: 58-47-46; Факс: 58-45-22
Эл.почта: chrio11@cap.ru
Нарӑсӑн 5-мӗшӗнче, 10 сехет те 30 минутра Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловкӑри тӗп шкулӑн тата Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗн интернет телевиденийӗ ӗҫлеме пуҫлать. Ӑна Чӑваш педагогика университетӗнче ирттерекен ятарлӑ презентацийӗ вӑхӑтӗнче хута яраҫҫӗ. Тӗтел телевиденийӗн программинчи передачӑсене http://yatv.ru/mihschooltv/ адреспа пӑхма пулать:
10:30 22:30 Ю. М. Николаев сунӑмӗ
10:31 22:31 Михайловка ял тӑрӑх администрацийӗн пуҫлӑхӗн сӑмахӗ
10:33 22:33 Петрова Зоя Владимировна сунӑмӗ
10:35 22:35 Сунӑм: Чӑваш наци конгресӗ
10:39 22:39 Туркай Валери сунӑмӗ
10:43 22:43 Сунӑм: Виноградов Юрий Михайлович
10:46 22:46 Виталий Станъял ырӑ сунни
10:52 22:52 Эдисон Патмар сунӑмӗ
10:53 22:53 Юрий Сементер: «Ӑнӑҫусем сунатӑп»
10:55 22:55 Шкул хыпарӗсем
11:01 23:01 Туркай Валери «Чӑваш тупи» сӑвӑ
11:02 23:02 Атнер Хусанкай: чӑваш чӗлхи - пирӗн пуянлӑх
11:25 23:25 «Чӑваш литератури», 8-мӗш класс
11:53 23:53 Ҫеҫпӗл Мишши.
Чӑваш Ен делегацийӗ Самар облаҫӗн Шӑнтал районне ҫитсе вырӑнти «Чӑваш чӗлхипе литературӑна вӗрентекен ҫулталӑк учителӗ» ӑмӑртӑва хутшӑнчӗ. Пирӗн тӑрӑхран кӳршӗсем патне Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерствин пӗтӗмӗшле вӗренӳ аталанӑвӗн пайӗнче, Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедрӑра, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш филологи факультетӗнче вӑй хуракан ӗҫченсем тата ЧНК ҫыннисем пулчӗҫ.
Чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем валли семинарпа ҫавра сӗтел ирттерчӗҫ, шкул директорӗсемпе тӑван чӗлхене вӗрентмелли ыйтусене пӑхса тухрӗҫ, сӳтсе яврӗҫ.
Хальхи вӑхӑтра кунти шкулсенче, вӗсем наци шкулӗ шутланаҫҫӗ пулин те, чӑваш ачисене тӑван чӗлхене вӗрентмеҫҫӗ. 10 ҫул каялла лару-тӑру пачах урӑхла пулнӑ — ачасем чӑваш чӗлхипе литературине эрнере 1-2 сехет вӗреннӗ.
Кӗҫнерникун, раштавӑн 9-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Унта комисси йышӗпе пӗрле Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн директорӗ Юрий Исаев, чӗлхе пӗлӗвӗ пайӗн ӗҫтешӗ Александр Кузнецов тата Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн кафедра пуҫлӑхӗ Пётр Метин хутшӑнчӗҫ.
Пухӑннисем хальхинче чӑваш шкулӗсенчи тӑван чӗлхепе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва сӳтсе яврӗҫ, ку тӗлӗшпе вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсемпе ҫыхӑну йӗркелеме палӑртрӗҫ. Яланхи пекех тӗп вырӑнта ҫӗнӗ терминсене пӑхса тухса ҫирӗплетесси пулчӗ. Чи малтанах 4-мӗш класра вӗренекен „Православи культури никӗсӗн“ Геннадий Дегтярёв куҫарса хатӗрленӗ тӗн терминӗсене (ачасене, тӗслӗхрен, „милосердие“ ӑнлава хаҫат-журналти пек „ыркӑмӑллӑх“ тесе мар, „хӗрхенекен кӑмӑл“ тесе вӗрентӗҫ; „православи“ термина чӑвашла чиркӳ кӗнекисенчи пек „чӑн тӗн“ тесе мар, „православи“ тесех палӑртӗҫ) усӑ курма йышӑнчӗҫ. Унтан Пётр Метин профессор шкул кӗнекисенчи литература терминӗсемпе паллаштарчӗ.
Тин ҫеҫ темелле, чӳкӗн 22-мӗшпе 25-мӗшӗ хушшинче Мускавра «Тӑван чӗлхене, вӑл шутра вырӑс чӗлхине те, вӗрентекен учительсен пӗтӗм Раҫҫейри мастер-класс — 2010» иртнӗ. Унта Раҫҫейри 29 тӑрӑхри 35 вӗрентекен хутшӑннӑ. Вӑл кӑҫал 4-мӗш хут иртет ӗнтӗ — унта хутшӑнакансен хӑйсен ӗҫне тӗрлӗ енлӗ кӑтартма тивет — тӑван ен пирки те, шкул пирки те, ӗҫ пирки те кӑсӑклӑ каласа памалла. Тӑван чӗлхене ачасен ӑсне хывакансен хӑйсен урокне видеоролик евӗр кӑтартма та тивет. Мастер-класа вӗҫлесе вӗрентекенсен хӑйсен халӑх тумне кӑтартмалла пулнӑ.
Пирӗн чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем кашни ҫул ҫӗнтерӳҫӗ пулса килеҫҫӗ. Хальхинче те вырӑнсӑр таврӑнман — Йӗпреҫри 2-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Ядрицова Алёна Андреевна пӗрремӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Ун ӗҫне меслетлӗх тӗлӗшӗнчен ҫӗнӗлӗхсем тупнӑшӑн пысӑк хак панӑ. Шупашкарти 59-мӗш шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентекен Абрамова Галина Васильевна иккӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ, «Создатель УМК» номинацире вара ӑна 1-мӗш вырӑнах панӑ.
«Хавал» чӑваш обществӑлла организацийӗпе «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ пулӑшнипе ҫамрӑксемпе ҫитӗннисем валли чӑваш чӗлхе курсӗсем ирттересшӗн. Вӗренӳ институтӑн вулав пӳлӗменче юнкунпа кӗҫнерникун иртмелле. Тӳлевлӗ пулӗ — 8 урокшӑн 1 000 тенкӗ кӑларса пама тивӗ.
Чӳкӗн 17-мӗшӗнче (17:30) йӗркелекенсем пухӑнса вӗрентӗве епле ирттересси пирки калаҫӗҫ.
ЧПГӐИ адресӗ: Мускав проспекчӗ, 29, 1-мӗш корпус. Унта 3, 4, 7, 12, 21 номерлӗ троллейбуссемпе тата 1, 15, 22, 23 автобуссемпе ҫитме пулать. «Студентсен хули» чарӑнура тухмалла.
Тӗплӗнрех пӗлес текенсем ҫак адреспа ҫитме пултараҫҫӗ: Ленин пр., 12-Б (212-мӗш офис). Ыйтса пӗлмелли инҫесас/факс: (8352) 23-02-03. Ҫавӑн пекех информацие club12972450 («В контакте» социаллӑ тетел) ушкӑнра, карас инҫесасӑн 8-927-848-62-23 (Татьяна), 8-902-328-50-51 (Александр) номерӗсемпе пӗлме пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.